Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 1:3 - Синодальный НЗ

3 Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр! Вӑл – хӗрхенӳлӗхӗн Ашшӗ, тем тӗрлӗ лӑплантару Турри.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 1:3
26 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Ман ҫума ан сӗртӗн, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн тесен Эпӗ Хам Аттем патне ҫӗкленмен-ха. Эсӗ Манӑн ӗненекен тӑванӑмсем патне кай та ҫакӑн ҫинчен пӗлтер: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне; Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп».


Эпӗ суйманнине Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Ашшӗ тата Турри пӗлет.


Анчах та йӑвашшисене хастарлӑх паракан Турӑ пирӗн патӑмӑра Тита ярса пире те ҫирӗплӗх пачӗ.


Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, мухтав Ашшӗ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан тата вӑрттӑнлӑх уҫакан Сывлӑш патӑрччӗ тетӗп.


Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, Унӑн Ашшӗ, мухтавлӑ пултӑр. Вӑл пире, Иисус Христоспа пӗрлӗхлисене, чун-чӗмӗн тӗрлӗ пилӗпе ҫӳлти сӑвапа пилленӗ.


Иисус Христос пирӗн Атте Турра мухтава кӑларакан Хуҫамӑр пулнине кирек епле чӗлхе-ҫӑвар та калатӑр тесе тунӑ.


Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Сирӗншӗн кӗлӗ тунӑ чухне эпир Турра, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗне, яланах тав тӑватпӑр.


Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ.


Санӑн хӑш-пӗр ачусем, Атте Турӑ хушнӑ пек, чӑнлӑх ҫулӗпе кайнине пӗлсен, эпӗ питӗ савӑнтӑм.


Христос вӗрентӗвне пӑсакан, ҫав вӗрентӳпе пурӑнман кашни ҫынах Турӑсӑр тӑрса юлать. Христос вӗрентӗвӗпе пурӑнаканӑн Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ