Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 1:23 - Синодальный НЗ

23 Турӑ умӗнче калатӑп: сире хӗрхеннӗрен эпӗ Коринфа халӗ те пырса ҫитейместӗп-ха.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 1:23
22 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн хыҫҫӑн Павел, Афинӑран кайса, Коринфа пынӑ.


Синагога пуҫлӑхӗ Крисп тата унӑн пӗтӗм кил-йышӗ Хуҫамӑра ӗненекенскерсем пулнӑ. Павел сӑмахӗсене итлесе Коринф ҫыннисенчен нумайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ, тӗне кӗнӗ.


Эпӗ Унӑн Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарса Турӑшӑн чун-чӗререн тӑрӑшатӑп. Сирӗн ҫинчен тӑтӑшах шухӑшланине Турӑ курса-пӗлсе тӑрать.


Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса чӑн калатӑп, суймастӑп. Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ таса чунӑм та ҫакна ҫирӗплетсе пӗлтерет:


Ӗнтӗ пынӑ чухне манӑн туяпа пырас-и? Е юратуллӑ йӑваш чунӑмпа? Хӑшне кӑмӑллатӑр?


Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран тата Тимофей тӑванӑмран – Коринфри Турӑ чиркӗвне тата пӗтӗм Ахаияри мӗн пур ӗненекенсене.


Эпир сире пӗрре апла, тепре капла темен. Турӑ епле шанчӑклӑ, пирӗн сӑмахӑмӑр та ҫапла шанчӑклӑ.


Сирӗн патӑра пырсассӑн мана хаяр та ҫирӗп пулма сӑлтав ан парӑрах. Хӑш-пӗрисен шухӑшӗпе, эпир хамӑра ҫак тӗнче ҫыннисем пекех тыткалатпӑр имӗш; вӗсене вара ҫирӗплӗхӗме кӑтартас шухӑш пур манӑн.


Ӑшӑмри Христос чӑнлӑхӗпе калатӑп: пӗтӗм Ахаия тӑрӑхӗнче ҫав мухтавӑма манран никам та туртса илеймӗ.


Мӗншӗн ҫапла тӑватӑп-ха? Тен, сире юратманран? Ку апла маррине Турӑ пӗлет, ҫапах та халиччен мӗнле туса пурӑнтӑм, малашне те ҫаплах тӑвӑп.


Эпӗ суйманнине Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Ашшӗ тата Турри пӗлет.


Эпӗ акӑ мӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑра пырӑп та, эсир эпӗ ӗмӗтленнӗ пек пулмӑр, эпӗ те эсир ӗмӗтленнӗ пек пулмӑп. Сирӗн хушшӑрта харкашу, кӗвӗҫӳ, тарӑху, хирӗҫӳ, элек, сӑмах сарни, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх пуррине манӑн курас марччӗ.


Сирӗн патӑра пырсан Хуҫамӑр панӑ ирӗкӗмпе сире ятламалла ан пултӑрччӗ манӑн. Ҫав ирӗкӗме аркатмашкӑн мар, пултармашкӑн панӑ, ҫавӑнпа хам пыриччен ҫырса яратӑп та ӗнтӗ.


Эпӗ сире иккӗмӗш хут пынӑ чухнех, малтанах асӑрхаттарнӑччӗ; халӗ каллех, хам сирӗнпе мар чухне, маларах ҫылӑхлӑ пурӑннисене те, ыттисене те тепре асӑрхаттарса ҫыратӑп. Пырсассӑн никама та каҫару пулмӗ.


Хамӑр ӗҫе эпир таса, ӑслӑ-тӑнлӑ, пысӑк чунлӑ, ырӑ, Святой Сывлӑш тивлечӗллӗ, чӑн-чӑн юратуллӑ,


Турӑ умӗнче калатӑп: сирӗн пата ҫырнинче суеҫтерни ҫук.


Эпӗ сире Иисус Христос юратулӑхӗпе пурне те юратнине Турӑ курать.


Турӑ курать: эпир сирӗн умӑрта нихӑҫан та йӑпӑлтатса калаҫман, пирӗн пуяс-тӑвас шухӑш пулманнине те хӑвӑрах пӗлетӗр.


Ҫавнашкаллисем хушшинче – Именейпе Александр. Эпӗ вӗсене, Турра хурласа калаҫма юраманнине пӗлччӗр тесе, шуйттана патӑм.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ