Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 1:22 - Синодальный НЗ

22 Вӑл пире Хӑйӗн пичечӗпе палӑртнӑ, пулассине шантарса чӗремӗрсене Хӑйӗн Сывлӑшне хывнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 1:22
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӑл пӗлтернине йышӑнакан ҫапла туса Турӑ чӑн-чӑннине ӗнентерет.


Ҫӗр ҫинчи вӑхӑтлӑх апат-ҫимӗҫшӗн ан тӑрӑшӑр, Этем Ывӑлӗ паракан ӗмӗрлӗх апат-ҫимӗҫшӗн тӑрӑшӑр. Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлне Турӑ Хӑйӗн пиллӗхӗпе палӑртнӑ».


Ӳт кастарнин паллине те вӑл ӗненӳ урлӑ илнӗ тӳрӗлӗх палли пек илнӗ. Вӑл ӳт кастарман чухнех Турра ӗненнӗ. Ҫапла вара Авраам, ытти халӑхсем те тӳрре тухма пултарччӑр тесе, ӳт кастарман мӗн пур ӗненекенсен ашшӗ пулса тӑнӑ.


Тӗнче кӑна мар, эпир те, Святой Сывлӑшӑн малтанхи ҫимӗҫне илнӗскерсем, хамӑр ӑшра ахлататпӑр. Турӑ пире ывӑллӑха илессе, ӳт-пӗвӗмӗре ҫылӑх тыткӑнӗнчен хӑтарасса кӗтетпӗр, –


Сирӗнте Турӑ Сывлӑшӗ пур пулсан, эсир вара ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнатӑр. Анчах та камра Христос Сывлӑшӗ ҫук, ҫавӑ Христосӑн мар.


Турӑ пире шӑпах та ҫавӑншӑн хатӗрленӗ, сӑмахне тытма шантарса Хӑйӗн Сывлӑшне панӑ.


Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ.


Турӑ пире Хӑйӗн Святой Сывлӑшне панӑ. Эппин ҫак вӗрентӗве хирӗҫлекен вӑл этеме мар, Турра хирӗҫлет.


Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр».


Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ курӑнми маннӑ ҫиме ирӗк парӑп, шурӑ чул парнелӗп. Ҫав чул ҫине илекеннисӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ“».


«Хамӑр Туррӑмӑрӑн чурисен ҫамкисем ҫине пичет лартса палӑртса тухиччен ҫӗре те, тинӗсе те, йывӑҫсене те сӑтӑр ан тӑвӑр!»


Анчах та хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫӗр ҫинчи ешӗл йывӑҫ-курӑка сӑтӑр тума чарнӑ, ҫамкисем ҫине Турӑ пичечӗ лартса палӑртман ҫынсене ҫеҫ сӑтӑр тума каланӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ