Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 1:12 - Синодальный НЗ

12 Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 1:12
40 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Павел синедрионра ларакансем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Эй, тӑван ҫыннӑмӑрсем! Эпӗ мӗн ҫак кунчченех Турӑ умӗнче таса кӑмӑлпа пурӑнтӑм».


Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те таса чунлӑ пуласшӑн яланах тӑрӑшатӑп.


Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса чӑн калатӑп, суймастӑп. Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ таса чунӑм та ҫакна ҫирӗплетсе пӗлтерет:


Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерме янӑ. Христос хӗресӗн хӑватне ҫухатас марччӗ тесе манӑн ҫав ӗҫе хама ӑсла хумасӑр тумалла.


Пӗрне Сывлӑш урлӑ ӑслӑлӑх сӑмахне панӑ, тепӗрне ҫав Сывлӑшах пӗлӳлӗх сӑмахне панӑ.


Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ.


Турӑ Сывлӑшӗллӗ пулас текенсене Сывлӑш ҫинчен каланӑран ҫавсем ҫинчен йӑлтах эпир этем ӑслӑлӑхӗнчен килекен сӑмахсемпе мар, Святой Сывлӑшран килекен сӑмахсемпе хыпарлатпӑр.


Чунӑм тасах пулин те, ҫакӑ мана тӳрре кӑларӗ тесе шухӑшламастӑп. Мана суд тӑваканӗ – Хуҫа Турӑ.


Ҫавӑнпа та пасхӑна кивӗ кӑвас тӗпӗпе – ҫылӑхпа тата усаллӑхпа – йӳҫӗтсе пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа мар, тасалӑхпа чӑнлӑхӑн тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрӗпе уявлар!


Ҫапла шухӑшласа эпӗ ҫӑмӑлттайла хӑтлантӑм-ши? Е мӗн те пулин тума шухӑшласан ҫак тӗнче ҫыннисем пек пӗрре апла, тепре капла калаҫатӑп-и?


Анчах та ҫӗлен чееленсе Евӑна улталанӑ пек, эсир те, Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп.


Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.


Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр.


Ҫакна эпӗ сире хушса каламастӑп. Ыттисен тӑрӑшулӑхӗ ҫинчен каласа эпӗ сирӗн юратулӑхӑр чӑн е чӑн мар пулнине тӗрӗслесшӗн.


Кашниех хӑйӗн ӗҫне тимлӗ тутӑр, вара вӑл ҫын мухтавне ӑмсанмӗ, хӑйшӗн хӑй мухтавлӑ пулӗ.


Эппин чӑнлӑх пиҫиххине ҫыхса, тӳрӗлӗхӗн тимӗр тумне тӑхӑнса, ҫирӗп тӑрӑр.


Ырра уйӑрма пӗлнӗ пирки Христос кунӗнче эсир таса чунлӑ та кӑлтӑксӑр пулни палӑртӑрччӗ тетӗп.


Эпир сирӗнпе, ӗненекенсемпе, пӗрле пулнӑ чухне хамӑра епле сӑваплӑ, тӳрӗ, тиркеме те ҫук тыткаланине эсир хӑвӑр та, Турӑ та ҫирӗплетме пултарать.


Ӳкӗтӗн тӗллевӗ вара – таса чӗререн, таса чунран, чӑн-чӑн ӗненӳрен килекен юратулӑх.


Ырӑ ӗҫӳпе вӗсемшӗн тӗслӗх пул. Эсӗ ӳкӗтлени таса та танлӑ, пӑсӑк мар пултӑр.


Эпир тӗрӗс пурӑнасчӗ тетпӗр, ҫавӑнпа хамӑр чунсем тасине шанатпӑр. Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр.


Анчах та Турӑ пире тата пысӑкрах ырӑлӑх парать. Ҫавӑнпа та Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене вара ырӑлӑхне парать».


Христоспа пӗрлӗхлӗ ырӑ пурӑннӑшӑн сире усал тӑвакансем теҫҫӗ, усал сӑмах сараҫҫӗ. Ҫав элекҫӗсене намӑса хӑвармашкӑн таса чунлӑ пулӑр.


Ҫакӑ вӑл – пулассин сӑнарӗ: халӗ эпир, ҫӑлӑнас тесе, шыва кӗретпӗр. Шыва кӗни вара ӳт-пӗве ҫуса тасатни мар, таса чунпа пурӑнмашкӑн Турра сӑмах пани. Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине пула, шыва кӗни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ