8 Ҫакна эпӗ этемле шухӑшласа кӑна калатӑп-и? Саккун та ҫавнах каламасть-и вара?
Капла эпир саккуна ӗненӳпе пӑрахӑҫламастпӑр-и? Паллах, ҫук. Эпир саккуна ӗненӳпе ҫирӗплететпӗр.
Этемле шухӑшласа калатӑп: пирӗн йӗркесӗрлӗх Туррӑн тӳрӗлӗхне уҫҫӑнрах кӑтартса парать пулсан, Турӑ пире айӑпласа тӗрӗс мар тӑвать теме пултаратпӑр-и эпир?
Ӑнланмалла пултӑр тесе ҫакна эпӗ сире уҫӑмлӑрах каласшӑн. Ӗлӗкрех эсир ӳт-пӗвӗр пайӗсене ирсӗрлӗх тата йӗркесӗрлӗх чуралӑхне усал ӗҫсем тумашкӑн панӑ. Ҫавнашкалах халӗ вӗсене тӳрӗлӗх чуралӑхне таса ӗҫсем тума парӑр.
сирӗн хӗрарӑмсем те чиркӳре чӗнмесӗр тӑччӑр. Вӗсен калаҫмалла мар, саккун хушнӑ пек, пӑхӑнмалла.
Ҫапах та, качча каймасан, ҫав хӗрарӑм телейлӗрех пулать. Паллах, ку манӑн шухӑш, анчах манра та Турӑ Сывлӑшӗ пур пулӗ тетӗп.
Эй, тӑвансем, сире хыпарлатӑп: эпӗ сире вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар этемӗн мар.
Эсир пирӗнтен Турӑ сӑмахне илтсессӗн, ӑна этем сӑмахӗ тесе мар, Турӑ сӑмахӗ тесе йышӑнтӑр. Ҫавӑншӑн эпир тӑтӑшах Турра тав тӑватпӑр. Вӑл, чӑнах та, Турӑ сӑмахӗ. Ҫав сӑмах сирӗн чӗрере – ӗненекенсен чӗринче – хӑйӗн ӗҫне тӑвать.
Турӑ пире Хӑйӗн Святой Сывлӑшне панӑ. Эппин ҫак вӗрентӗве хирӗҫлекен вӑл этеме мар, Турра хирӗҫлет.