ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: «Эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, малашне Кифа ятлӑ пулӑн». Кифа тени Петр тениех, вӑл Чул тенине пӗлтерет.
Ӗненмен упӑшка е арӑм уйӑрӑласшӑн пулсан, уйӑрӑлтӑр. Кун пек чухне ӗненекен тӑванӑмӑра нимӗн те ҫыхса тӑмасть. Хуҫамӑр пире килӗштерсе пурӑнма чӗнсе илнӗ.
Саккун арӑмне упӑшки чӗрӗ чухне унпа пӗр ҫыхӑра пулма хушать. Упӑшки вилсессӗн вара унӑн кама качча каяс килет, ҫавна кайма ирӗк пур. Анчах та ҫынни Хуҫамӑра ӗненекенскер пулмалла.
Анчах та чиркӳ пуҫлӑхӗн никам тиркейми тӳрӗ пурӑнмалла: пӗрре кӑна авланмалла, хӑйне хӑй тытма пӗлмелле. Унӑн таса шухӑш-кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ, тараватлӑ пулмалла, вӗрентме пӗлмелле.
Вӗсем мӑшӑрланма, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе ҫиме чарӗҫ. Анчах та ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлекенсем тав туса ҫиччӗр тесе пур апат-ҫимӗҫе те Турӑ пултарнӑ-ҫке-ха.