4 Е ӗненекенсен пире тӑрантармалла мар-им?
Ҫул ҫине хутаҫ та, тепӗр кӗпепе пушмак та, туя та ан илӗр. Ӗҫлекене мӗн кирлине пама тивӗҫлӗ.
Хӑвӑра хапӑлласа йышӑннӑ ҫуртрах пурӑнӑр, мӗн сӗнеҫҫӗ, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр. Мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ. Пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр.
Эпӗ никамран та ылтӑн-кӗмӗл те, ҫи-пуҫ та илесшӗн пулмарӑм.
Ҫакӑ манӑн хама айӑплакансенчен хӳтӗленни пултӑр.
Турӑ сӑмахне вӗренекен хӑйӗн мӗн пур туприне вӗрентекенӗпе пайлатӑр.
Пире этем мухтавӗ кирлӗ мар: эсир мухтани те, ыттисем мухтани те.
Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне епле пурӑннине астӑватӑр пулӗ. Сире чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр, хамӑра хамӑр йӳнеҫтерсе пурӑнтӑмӑр.