27 Ҫапах та эпӗ кӗлеткеме хама итлеттерсе пӑхӑнтаратӑп. Ҫакна эпӗ ыттисене Ырӑ Хыпаршӑн кӗрешме ӳкӗтле-ӳкӗтле хамӑн ҫав кӗрешӗве юрӑхсӑр пулас марччӗ тесе тӑватӑп.
Анчах ку тӑлӑх арӑм мана пӗртте канӑҫ памасть. Ҫавӑнпа ун ыйтӑвне татса парам, урӑх аптӑратса ан ҫӳретӗр“».
Хӑйӗн чунне пӗтерсе е сиен туса пӗтӗм тӗнчене илнинчен этеме мӗн усси?
Иуда йышран уйӑрӑлса хӑй каймалли ҫӗре кайрӗ. Ун вырӑнне апостол тивӗҫне камӑн туса пымаллине кӑтартсамччӗ!»
Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнатӑр пулсан – вилетӗр. Енчен те Сывлӑш пулӑшнипе ӳт-пӳ илӗртӗвӗ хыҫҫӑн каймастӑр пулсан – чӗрӗ пулатӑр.
Ҫавӑнпа та, ӗненекен тӑванӑма апат-ҫимӗҫ такӑнтарса ӳкерет пулсан, ӑна такӑнтарас мар тесе, пачах та аш ҫием мар.
Ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн пурте тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ, ӑна-кӑна питӗ уяса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем шанакан-типекен пуҫ кӑшӑлӗ ҫӗнсе илесшӗн, эпир – шанманнине.
Кун-ҫулӑм халтан кайиччен ӗҫлесе, ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман, ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен иртрӗ; выҫӑпа, сивӗпе, тумтирсӗр пӗрре мар аптӑрарӑм.
Эппин ҫӗр ҫинчи кӑмӑл-туйӑмсене: аскӑнлӑха, ирсӗрлӗхе, путсӗр кӑмӑл туртӑмне, киревсӗр ӗмӗтсене, ҫӑткӑнлӑха – пӑрахӑр. Ҫӑткӑнлӑх вӑл кӗлеткесене пуҫҫапнипе пӗрех.
Яш ӗмӗрӗн ҫылӑхлӑ шухӑшӗсенчен тар. Хуҫа Турӑ ятне таса чун-чӗрепе асӑнакансемпе пӗрле эсӗ тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юратулӑх, канӑҫлӑх патне ӑнтӑл.
Савнӑ тусӑмсем! Эсир ҫак тӗнчере юттисем, ҫул ҫӳревҫӗсем. Эпӗ сире чунӑрсемпе кӗрешекен ӳт-пӳ хистенинчен пӑрӑнма тархаслатӑп.
Вӗсем тӳрӗ ҫултан пӑрӑнса, ҫӗтсе кайнӑ. Вӗсем Восор ывӑлӗн Валаамӑн йӗрӗпех пыраҫҫӗ. Валаама вара тӳрӗ мар ӗҫшӗн илес парне илӗртнӗ.