Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 9:26 - Синодальный НЗ

26 Ҫавӑнпа та эпӗ тӗллевсӗр чупмастӑп; аллӑмсемпе сывлӑшра усӑсӑр сулкалашмастӑп, чӑнласах кӗрешетӗп.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 9:26
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Шыва кӗртекен Иоанран пуҫласа паян кунчченех Ҫӳлти Патшалӑха тӑрӑшулӑхпа илеҫҫӗ, пит тӑрӑшакансем ӑна тупаҫҫӗ.


«Тӑвӑр хапхапа кӗме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр. Калатӑп сире: нумайӑшӗ кӗме тӑрӑшӗҫ, анчах кӗреймӗҫ.


Ҫавнашкалах эсир калакан сӑмахсем ӑнланмалла мар пулсан, мӗн каланине ҫынсем епле пӗлччӗр? Ку вӑл ҫиле калани кӑна пулать.


Эпир пӗлетпӗр: ҫӗр ҫинчи пирӗн пӳрт, ҫак хӳшӗ, аркансассӑн, тӳпере пирӗн алӑпа туман, Турӑ хатӗрленӗ ӗмӗрлӗх кил-ҫурт пур.


ҫавӑнпа та эпир, хастар кӑмӑллӑ пулса, ӳт-пӳрен тухса Хуҫамӑр патне куҫни аванрахчӗ тесе ӗмӗтленсе пурӑнатпӑр.


Каясса эпӗ Турӑ уҫса панипе кайрӑм. Вара унта ӗненекенсене, уйрӑмах ятлӑ-сумлисене, хам ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм. Ҫакна эпӗ хам тӑрӑшни харам пулмарӗ-ши тесе турӑм.


Мӗншӗн тесен эпир ӳтлӗ-юнлӑ ҫынсемпе ҫапӑҫмастпӑр. Эпир тӳпери пуҫлӑхсене, влаҫсене, ҫак тӗттӗмлӗх тӗнчине тытса тӑракансене, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи усаллӑх сывлӑшӗсене хирӗҫ тӑратпӑр.


Пурӑнасса та эпӗ Христосшӑн пурӑнатӑп, вилсессӗн те ҫӳлти сӑвапа илӗп.


Ҫавӑншӑн эпӗ Унӑн хӑвачӗпе ӗҫлетӗп те, кӗрешетӗп те, Унӑн хӑвачӗ манра вӑйлӑн тапса тӑрать.


Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.


Ӑмӑртӑва хутшӑнакан та, йӗркене пӑсса ӑмӑртсан, ҫӗнтерӳҫӗ пуҫ кӑшӑлне нихӑҫан та тивӗҫ пулаймӗ.


Паттӑррӑн кӗрешрӗм, пурӑнӑҫ ҫулне вӗҫлерӗм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм.


Пире курса-пӗлсе тӑракансем пирӗн йӗри-тавра пӗлӗт пек нумай. Ҫавӑнпа та, ӗнсе ҫинчи ҫӗклеме илсе персе, ҫылӑх тӑллине татса, хамӑр утас ҫула тӳсӗмлӗн утса тухар.


Ҫапла вара асӑрханар: Турӑ Хӑйӗн канӑҫлӑхне кӗртме сӑмах пани вӑйра тӑнӑ чухне сирӗнтен хӑшӗ те пулин унта кӗмешкӗн кая ан юлтӑрччӗ.


Эпӗ хам та чиркӳ пуҫлӑхӗ, Христос асапӗсене куҫӑн кураканӗ. Вӑл тепре килсессӗн Унӑн мухтавне тивӗҫес ҫын пулнӑ май, сирӗн чиркӳ пуҫлӑхӗсене йӑлӑнсах калатӑп:


Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑра Турӑ чӗнсе, суйласа илнине ҫирӗплетмешкӗн тимлӗрех тӑрӑшӑр: вара эсир нихӑҫан та такӑнмӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ