Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 9:25 - Синодальный НЗ

25 Ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн пурте тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ, ӑна-кӑна питӗ уяса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем шанакан-типекен пуҫ кӑшӑлӗ ҫӗнсе илесшӗн, эпир – шанманнине.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 9:25
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫӗрекен ӳт-пӳ ҫӗрми пулсан, вилӗмлӗ ӳт-пӳ вилӗмсӗр пулсан вара Ҫырнинче: «Вилӗме тӗппипех ҫӗнтернӗ», – тени пурнӑҫланӗ.


йӑвашлӑх, чараклӑх. Ҫаксене саккун сивлеймест.


Эсӗ ӗненӳшӗн чыслӑн кӗреш. Сана ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн суйласа илнӗ. Эсӗ ун ҫинчен нумай ҫын умӗнче аван ҫирӗплетсе пӗлтертӗн. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗресчӗ тесе тӑрӑш.


Ӑмӑртӑва хутшӑнакан та, йӗркене пӑсса ӑмӑртсан, ҫӗнтерӳҫӗ пуҫ кӑшӑлне нихӑҫан та тивӗҫ пулаймӗ.


Пачах та урӑхла, унӑн тараватлӑ, ырӑлӑхлӑ, таса шухӑшлӑ, тӗрӗслӗхлӗ, Турра хисеплекен, хӑйне хӑй тытма пӗлекен пулмалла.


ватӑсем сыхӑ, мӑнаҫлӑ тата таса шухӑшлӑ пулччӑр; ӗненӳре, юратулӑхра, тӳсӗмлӗхре ҫирӗп пулччӑр.


Ҫавӑнпа та пирӗн, кисренмен Патшалӑха тивӗҫлисен, пархатарлӑ пулмалла. Ҫав пархатарпа Турра юрӑхлӑн, чунтан хисеплесе те хӑраса Турӑшӑн тӑрӑшар.


Эсир, ҫылӑхпа кӗрешсе, юн тӑкман-ха.


Илӗртсе тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ. Тивӗҫ пулсассӑн вӑл пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне илӗ. Хуҫамӑр ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ.


Ҫав шанчӑк – сирӗншӗн тӳпере упранакан таса, ҫӗрми, пӗтми еткер.


Вара, Ҫӳлти Кӗтӳҫӗ килсессӗн, эсир мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне илме тивӗҫ пулӑр.


Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.


Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Ҫӗнтерекенӗн пуҫ кӑшӑлне хывса ан илччӗр тесен, эсӗ мӗн пуррине ҫирӗп тытса пыр.


ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Ларакан умне, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан умне ӳке-ӳке пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлӗсене престол умне хурса ҫапла калаҫҫӗ:


Престол йӗри-тавра тата тепӗр ҫирӗм тӑватӑ престол, вӗсем ҫинче ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ларать. Хӑйсем шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗсем ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсем.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ