Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 9:24 - Синодальный НЗ

24 Ӑмӑртура пурте чупаҫҫӗ, анчах та пӗрне кӑна парне тивӗҫнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫав парнене ҫӗнсе илес тесе эсир те тӑрӑшӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 9:24
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эсир пӗлместӗр-им? Камӑн чури пулса пӑхӑнма килӗшетӗр – ҫавӑн чури пулатӑр та, ҫавна пӑхӑнатӑр: е вилмешкӗн ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрре тухмашкӑн Турра пӑхӑнатӑр.


Кӗлӗ ҫуртӗнче ӗҫлекенсем кӗлӗ ҫурчӗн шучӗпе пурӑннине пӗлместӗр-им? Парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑракансен вара парнелӗхе кӳнин пӗр пайне илме ирӗк пуррине пӗлместӗр-им эсир?


Ҫакна эпӗ Ырӑ Хыпаршӑн, унӑн ырӑлӑхне ыттисемпе пӗрле пайласчӗ тесе тӑватӑп.


Ҫавӑнпа та эпӗ тӗллевсӗр чупмастӑп; аллӑмсемпе сывлӑшра усӑсӑр сулкалашмастӑп, чӑнласах кӗрешетӗп.


Каясса эпӗ Турӑ уҫса панипе кайрӑм. Вара унта ӗненекенсене, уйрӑмах ятлӑ-сумлисене, хам ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм. Ҫакна эпӗ хам тӑрӑшни харам пулмарӗ-ши тесе турӑм.


Сирӗн ҫул пуҫламӑшӗ аванччӗ. Кам сире чӑнлӑх ҫулӗ ҫинчен пӑрса илсе кайрӗ?


чӗрӗлӗх сӑмахне упрӑр. Вара, Христосӑн кунӗ ҫитсессӗн, тӑрӑшуллӑ ӗҫӗмпе, тунӑ ӗҫӗм харама кайманнипе мухтанма та пултарӑп.


Анчах та эпӗ ҫитес ҫӗре ҫитрӗм теме пултараймастӑп. Христос мана мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавӑн патне тӑрӑшсах ӑнтӑлатӑп.


Эпӗ тӗллевӗм патне, хама парас сӑвап патне васкатӑп. Турӑ пире ҫав сӑвапшӑн Иисус Христос урлӑ чӗнсе илнӗ.


Эсир ҫӗнсе илнӗ парнене хӑйсене хӑйсем мӗскӗн пек кӑтартса, ангелсене пуҫҫапса киленекен, хӑйсем курманнине тӗпчекен ҫынсем туртса ан илейччӗр. Хӑйсен ӑсӗпе сӑлтавсӑрах мухтанма юратаҫҫӗ пулин те, ӑсӗ вӗсен – ҫӗр ҫинчиллех.


Пире курса-пӗлсе тӑракансем пирӗн йӗри-тавра пӗлӗт пек нумай. Ҫавӑнпа та, ӗнсе ҫинчи ҫӗклеме илсе персе, ҫылӑх тӑллине татса, хамӑр утас ҫула тӳсӗмлӗн утса тухар.


Илӗртсе тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ. Тивӗҫ пулсассӑн вӑл пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне илӗ. Хуҫамӑр ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ.


Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Ҫӗнтерекенӗн пуҫ кӑшӑлне хывса ан илччӗр тесен, эсӗ мӗн пуррине ҫирӗп тытса пыр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ