Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 9:22 - Синодальный НЗ

22 Халсӑр чунлисене ҫавӑрас тесе халсӑррисем пек пултӑм. Май пур таран хӑшне те пулин ҫӑлса хӑварасчӗ тесе эпӗ пуриншӗн те вӗсем пек пултӑм.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 9:22
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫав хушӑрах тата сирӗн ӗненӗвӗре курнипе тӑван халӑхӑм ҫыннисем тӑрӑшма пуҫлаччӑр тетӗп. Тен, ҫапла майпа вӗсенчен хӑшне-пӗрне ҫӑлса хӑварайӑп?


Хавшак ӗненӳллӗ ҫынна хӑвӑр йыша илӗр, анчах та ӑна шухӑшӗсемшӗн ан ӳпкелӗр.


Калӑпӑр, пӗри йӑлтах ҫиме юрать тесе шухӑшлать, тепри, хавшак ӗненӳлли, пахча ҫимӗҫ кӑна ҫиет.


Пирӗн, вӑйлисен, хамӑршӑн кӑна тӑрӑшмалла мар, хавшак чунлисен ҫитменлӗхӗсене те каҫарма пӗлмелле.


Пирӗнтен кашниех, ҫывӑх ҫыннине ырра килтӗр тесе, унӑн кӑмӑлне юрама тӑрӑштӑр. Ҫапла туни ӑс паниех пулать.


Манашкал пулӑр. Эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те пурне те юрама тӑрӑшатӑп. Нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе, хамшӑн мар, ытти ҫынсен ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑп.


Эй, арӑм! Кам пӗлет, тен, эсӗ упӑшкуна ҫӑлӑн? Эй, упӑшки! Кам пӗлет, тен, эсӗ арӑмна ҫӑлӑн?


Ҫавӑнпа та, ӗненекен тӑванӑма апат-ҫимӗҫ такӑнтарса ӳкерет пулсан, ӑна такӑнтарас мар тесе, пачах та аш ҫием мар.


Ирӗклӗ ҫын пулсан та, тата ытларах ҫынна ҫӑласчӗ тесе, эпӗ пуриншӗн те чура пулса тӑтӑм.


Ҫакна эпӗ Ырӑ Хыпаршӑн, унӑн ырӑлӑхне ыттисемпе пӗрле пайласчӗ тесе тӑватӑп.


Халтан каяканпа пӗрле эпӗ халсӑр юлатӑп, ҫылӑха кӗрес ҫынсемшӗн эпӗ те чуна ҫунтаратӑп.


Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, чун-чӗмпе пурӑнакансем, ӑна лӑпкӑ кӑмӑлпа тӳрлетӗр. Ҫав хушӑрах хамӑн та ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе харпӑр-хӑй асӑрханса пурӑнтӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ