21 Саккуншӑн юттисене ҫӑлас тесе вӗсемшӗн хам та саккуншӑн ют пек пултӑм. Ҫав хушӑрах Моисей саккунне Турӑ умӗнче юта хумарӑм, пурӑнасса вара Христос саккунӗпе пурӑнтӑм.
Ӗненекен урӑх халӑх ҫыннисем патне вара эпир ҫапла ҫыру ятӑмӑр: чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫе ан ҫийӗр, апат-ҫимӗҫе юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен ан хатӗрлӗр, аскӑнлӑхран сыхланӑр. Ҫаксене тытса пыни ҫителӗклӗ».