2 Тен, ыттисем мана апостол вырӑнне хумаҫҫӗ, анчах та сирӗншӗн эпӗ – апостол. Сире эпӗ Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ турӑм, ҫакӑ эпӗ апостол пулнине ӗнентерет.
Вӑл пӗлтернине йышӑнакан ҫапла туса Турӑ чӑн-чӑннине ӗнентерет.
Ҫӗр ҫинчи вӑхӑтлӑх апат-ҫимӗҫшӗн ан тӑрӑшӑр, Этем Ывӑлӗ паракан ӗмӗрлӗх апат-ҫимӗҫшӗн тӑрӑшӑр. Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлне Турӑ Хӑйӗн пиллӗхӗпе палӑртнӑ».
Иуда йышран уйӑрӑлса хӑй каймалли ҫӗре кайрӗ. Ун вырӑнне апостол тивӗҫне камӑн туса пымаллине кӑтартсамччӗ!»
Ҫакӑ манӑн хама айӑплакансенчен хӳтӗленни пултӑр.
Хам апостол пулнине эпӗ сирӗн умӑрта вӑйлӑ чӑтӑмлӑхпа, тӗрлӗрен тӗлӗнмелле ӗҫсемпе, паллӑсемпе тата хӑватсемпе ҫирӗплетсе патӑм.