Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 9:18 - Синодальный НЗ

18 Мухтанмалли сӑлтавӑм, тӳлевӗм мӗн вара? Вӑл ак ҫакӑ: Христос ҫинчен эпӗ Ырӑ Хыпар тӳлевсӗрех саратӑп, ҫав ӗҫшӗн хама тивӗҫлине илместӗп.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 9:18
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Выраканӗ, хӑйӗн пайтине илсе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли тырӑ-пулӑ пуҫтарать. Ҫапла вара акаканӗпе выраканӗ пӗрле савӑнӗҫ.


Павелпа Акила иккӗшӗ те пӗр ӗҫпе ӗҫленӗ: вӗсем чатӑр тӑвакансем пулнӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗсем патӗнчех юлнӑ та пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ.


Тӑвану уякан апата ҫисе ӑна кӳрентеретӗн пулсан, эппин юратуллӑ пурӑнмастӑн. Христос уншӑн та вилнӗ, эппин апата пула тӑванна вилӗмлӗ ан ту.


Манашкал пулӑр. Эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те пурне те юрама тӑрӑшатӑп. Нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе, хамшӑн мар, ытти ҫынсен ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑп.


Акакан та, шӑваракан та пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсенчен кашниех ӗҫне кура сӑвап илӗ.


Ҫак тӗнчери пурӑнӑҫпа пурӑнакансем тӗнчере пурӑнман пек пулччӑр, мӗншӗн тесен ҫак тӗнче сӑнарӗ иртсе каять.


Ҫапах та эсир чӳк ҫимӗҫне тиркеменни халсӑр чунлисемшӗн такӑнса ӳкмелли чул пуласран асӑрханӑр.


Ыттисем сирӗн патӑрта ҫавнашкал ирӗкпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, пирӗн ирӗкӗмӗр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир ҫав ирӗкпе нихӑҫан та усӑ курмарӑмӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр.


Анчах та эпӗ ҫав ҫӑмӑллӑхсемпе пӗринпе те нихӑҫан та усӑ курмарӑм. Ҫырасса та ҫӑмӑллӑх ыйтса ҫырмастӑп. Мухтанмалли сӑлтавӑмсӑр тӑрса юличчен эпӗ вилме те хатӗр.


Ҫак ӗҫе эпӗ хам ирӗкпе тӑватӑп пулсан, паллах, мана тӳлемелле. Енчен те хам ирӗкпе тумастӑп пулсан, шанса панӑ ӗҫӗм вара Турӑ умӗнчи тивӗҫӗм пулать.


Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр.


Пире этем мухтавӗ кирлӗ мар: эсир мухтани те, ыттисем мухтани те.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ