17 Ҫак ӗҫе эпӗ хам ирӗкпе тӑватӑп пулсан, паллах, мана тӳлемелле. Енчен те хам ирӗкпе тумастӑп пулсан, шанса панӑ ӗҫӗм вара Турӑ умӗнчи тивӗҫӗм пулать.
Пачах та урӑхла, Петра иудейсене вӗрентме епле Ырӑ Хыпар шанса панӑ, мана та ҫавнашкалах ытти халӑхсене вӗрентме Ырӑ Хыпар шанса панине вӗсем куҫкӗрет курчӗҫ.
Пачах урӑхла, Турӑ пире Ырӑ Хыпар вӗрентме епле шанса панӑ, ҫапла вӗрентетпӗр те. Эпир ҫынсене юрама тӑрӑшмастпӑр, хамӑр чӗресене тӗрӗслекен Турра юрама тӑрӑшатпӑр.