Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 9:16 - Синодальный НЗ

16 Ырӑ Хыпар пӗлтерни вӑл – мухтанмалли япала мар, манӑн тивӗҫӗм. Пӗлтерместӗп пулсан – хуйхӑ пултӑр мана!

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 9:16
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Пилӗк талант илни укҫине ӗҫе хывнӑ та татах пилӗк талант тупӑш тунӑ.


«Сухапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанчӑклӑ мар», – тавӑрнӑ Иисус.


Хамӑр курни-илтнине эпир калаймасӑр тӑраймӑпӑр».


Анчах та Хуҫамӑр ӑна каланӑ: «Каях, вӑл ҫын – Эпӗ суйласа илнӗскер. Вӑл Манӑн ятӑма ытти халӑхсене, патшасене, Израиль ҫыннисене пӗлтерекен пулӗ.


Манӑн грексемпе варварсене те, ӑслисемпе айваннисене те вӗрентес тивӗҫӗм пур.


Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑшӑн тунӑ ӗҫӗмпе мухтанма ирӗкӗм пур.


Енчен те Авраам ӗҫӗсемпе тӳрре тухнӑ пулсан, вӑл Турӑ умӗнче мар, ҫынсем умӗнче мухтава тивӗҫ.


Христос ӗненӗвӗнчи вӗрентӳҫӗсем сирӗн пинӗпех пулин те, аҫӑрсем сахал. Эпӗ вара, сире Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Христос ӗненӗвӗнчи аҫӑр пулса тӑтӑм.


Ыттисем сирӗн патӑрта ҫавнашкал ирӗкпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, пирӗн ирӗкӗмӗр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир ҫав ирӗкпе нихӑҫан та усӑ курмарӑмӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр.


Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем ӳкӗтлесе-вӗрентсе хӑйсене пурӑнмалӑх ӗҫлесе илччӗр тесе Хуҫамӑр та хушса хӑварнӑ.


Эпӗ Троадӑна Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме пырсассӑн, Хуҫамӑр мана лайӑх майсем уҫса пачӗ.


Архипа ҫакна калӑр: «Асту, Хуҫа Турӑ сана Хӑйшӗн ӗҫлесе тӑма суйласа илнӗ, ҫав ӗҫе лайӑх ту».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ