Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 9:15 - Синодальный НЗ

15 Анчах та эпӗ ҫав ҫӑмӑллӑхсемпе пӗринпе те нихӑҫан та усӑ курмарӑм. Ҫырасса та ҫӑмӑллӑх ыйтса ҫырмастӑп. Мухтанмалли сӑлтавӑмсӑр тӑрса юличчен эпӗ вилме те хатӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 9:15
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗс тӗпне путарсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ.


Павелпа Акила иккӗшӗ те пӗр ӗҫпе ӗҫленӗ: вӗсем чатӑр тӑвакансем пулнӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗсем патӗнчех юлнӑ та пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ.


Анчах та эпӗ ниме те пӑхса тӑмастӑп, пурнӑҫӑма шеллеместӗп, Иисус Хуҫамӑр хама шанса панӑ ӗҫӗме – Турӑ тивлечӗллӗ Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентессине – вӗҫне ҫити хавасланса туса тӑраясчӗ кӑна.


Эпӗ никамран та ылтӑн-кӗмӗл те, ҫи-пуҫ та илесшӗн пулмарӑм.


Хама тата юлташӑмсене кирлине хамӑн ҫак аллӑмсемпе ӗҫлесе илнине эсир пӗлетӗр.


Савл килрен-киле ҫӳренӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ. Ҫапла вӑл ӗненекен ушкӑна тӗп тума тӑрӑшнӑ.


Мӗн пуррине те хамӑр алӑпа ӗҫлесе илкелетпӗр. Пире ятлаҫҫӗ, эпир ырӑ сунатпӑр; пире хӗсӗрлеҫҫӗ, эпир чӑтатпӑр.


Ыттисем сирӗн патӑрта ҫавнашкал ирӗкпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, пирӗн ирӗкӗмӗр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир ҫав ирӗкпе нихӑҫан та усӑ курмарӑмӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр.


Мухтанмалли сӑлтавӑм, тӳлевӗм мӗн вара? Вӑл ак ҫакӑ: Христос ҫинчен эпӗ Ырӑ Хыпар тӳлевсӗрех саратӑп, ҫав ӗҫшӗн хама тивӗҫлине илместӗп.


Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне епле пурӑннине астӑватӑр пулӗ. Сире чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр, хамӑра хамӑр йӳнеҫтерсе пурӑнтӑмӑр.


никамӑн татӑк ҫӑкӑрне те тарам ҫимен. Сире чӑрмав кӳрес марччӗ тесе ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫ ӗҫлесе пурӑнтӑмӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ