13 Кӗлӗ ҫуртӗнче ӗҫлекенсем кӗлӗ ҫурчӗн шучӗпе пурӑннине пӗлместӗр-им? Парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑракансен вара парнелӗхе кӳнин пӗр пайне илме ирӗк пуррине пӗлместӗр-им эсир?
Эсир пӗлместӗр-им? Камӑн чури пулса пӑхӑнма килӗшетӗр – ҫавӑн чури пулатӑр та, ҫавна пӑхӑнатӑр: е вилмешкӗн ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрре тухмашкӑн Турра пӑхӑнатӑр.
Израиль йӑхӗнчисене пӑхӑр-ха. Парне вырӑнӗ ҫинчи ҫимӗҫе ҫисе вӗсем парне кӳрес ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ-и?
Ӑмӑртура пурте чупаҫҫӗ, анчах та пӗрне кӑна парне тивӗҫнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫав парнене ҫӗнсе илес тесе эсир те тӑрӑшӑр.