Анчах кам та пулин сире: «Ку чӳк ҫимӗҫӗ», – тесе каласан, ан ҫийӗр. Ҫапла туни сӗнекен ҫыншӑн та, чуна таса хӑвармашкӑн та кирлӗ. Мӗншӗн тесен ҫак ҫӗр те, ҫӗр ҫинчи те пӗтӗмпех Хуҫа Туррӑн.
Эй, тӑвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем ҫинчен вӗрентекенсенчен асӑрханӑр. Вӗсем Христос хыҫҫӑн мар, этем юмах-халапӗсемпе шухӑш варкӑшӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ.
Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли те пур: унта, сан патӑнта, хӑшӗ-пӗрисем Валаам вӗрентӗвне тытса пыраҫҫӗ. Ҫавскер Валака Израиль ҫыннисене илӗртсе улталама вӗрентрӗ, ҫавӑнпа вӗсем чӳк ҫимӗҫне ҫиеҫҫӗ, аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ.