Хырӑмшӑн апат пултӑр, апатшӑн хырӑм пултӑр. Анчах та Хуҫамӑр ӑна та, кӑна та пӗтерӗ. Ӳт-пӳ те аскӑнлӑх валли мар, Хуҫамӑр валли; Хуҫамӑр вара – этем валли.
Тӗрлӗ ют вӗрентӳсем хыҫҫӑн ан кайӑр; мӗншӗн тесен ҫимелли йӑла-йӗркене тытса пыни никама та усӑ паман-ха. Кӑмӑлӑра ҫав йӑласемпе мар, Турӑ тивлечӗпе ҫирӗплетӗр.