Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 8:12 - Синодальный НЗ

12 Ӗненекен тӑванусене хирӗҫ ҫапла майпа ҫылӑх туса, вӗсен ахаль те халсӑр чунне амантса, эсир Христоса хирӗҫ те ҫылӑх тӑватӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 8:12
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.


Ҫавӑн чухне Петр Иисусран пырса ыйтнӑ: «Хуҫам, хама усал тунӑ ӗненекен тӑванӑма ман миҫе хутчен каҫармалла? Ҫичӗ хутчен-и?»


«Кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗс тӗпне путарсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ.


„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“.


„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вара Вӑл, – эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑванӑмсенчен пӗрне ырӑ туманни Мана ырӑ туманнипе пӗрех“.


Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ.


Ӑна, мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртнинчен лайӑхрах пулӗччӗ.


Апат-ҫимӗҫ таврашне пула Турӑ ӗҫне ан пӑс. Пур апат-ҫимӗҫ те таса, анчах та тӑвану тиркекен апата ҫини начар. Ҫапла туса эсӗ ӑна ҫылӑха кӗртетӗн.


Пӗр ӳт-пӗвех нумай пайсенчен тӑрать, нумай пулин те, пурте пӗрле пӗр ӳт-пӳ тӑваҫҫӗ. Христос та ҫавнашкалах.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ