8 Мӑшӑрланманнисене, мӑшӑрсӑр юлнисене вара хам пек хӑраххӑн пурӑнни аванрах тетӗп.
Арҫын хӗрарӑмпа ҫывӑрса курмасан аванрах тесе ҫырнӑччӗ эсир ман патӑма. Кунта ҫакна каламалла.
Манӑн сире пурӑнӑҫ хуйхи-суйхинчен хӑтарса хӑварас килет. Авланман ҫын Хуҫамӑршӑн, Хуҫа Турра юрасшӑн тӑрӑшать.
Ку тӗлӗшӗнчен манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет, анчах та кашниех Турӑран тӗрлӗ пултарулӑх илет: пӗри – апла, тепри – капла.
Е пирӗн хамӑр ҫумра ӗненекен тӑванӑмӑр – арӑм – пулмалла мар-им? Ытти апостолсем те, Хуҫамӑрӑн пӗртӑванӗсем те, Кифа та авланнӑ-ҫке-ха!