6 Паллах, ҫакна эпӗ хушса мар, ирӗк парса калатӑп.
Мӑшӑрланнисене вара эпӗ мар, Хуҫамӑр ҫапла хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар.
Ыттисем пирки вара ҫакна каламалла (куна Хуҫамӑр мар, эпӗ калатӑп): пӗр-пӗр ӗненекен тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, анчах та упӑшкипе пурӑнма килӗшет пулсан – упӑшкин ӑна пӑрахмалла мар.
Мӑшӑрланманнисем пирки вара Хуҫамӑр мӗн хушса хӑварнӑ – пӗлместӗп. Мана Хуҫамӑр Хӑйӗншӗн шанчӑклӑ пулмашкӑн ырӑлӑх панӑ, ҫавӑнпа канаш паратӑп.
Ҫапах та, качча каймасан, ҫав хӗрарӑм телейлӗрех пулать. Паллах, ку манӑн шухӑш, анчах манра та Турӑ Сывлӑшӗ пур пулӗ тетӗп.
Каласса калатӑп-ха, анчах ку сӑмахсем Хуҫа Турӑран мар. Ҫавнашкал мухтанма хӑйса эпӗ ӗнтӗ ӑссӑрла хӑтланатӑп.
Ҫакна эпӗ сире хушса каламастӑп. Ыттисен тӑрӑшулӑхӗ ҫинчен каласа эпӗ сирӗн юратулӑхӑр чӑн е чӑн мар пулнине тӗрӗслесшӗн.