40 Ҫапах та, качча каймасан, ҫав хӗрарӑм телейлӗрех пулать. Паллах, ку манӑн шухӑш, анчах манра та Турӑ Сывлӑшӗ пур пулӗ тетӗп.
Арҫын хӗрарӑмпа ҫывӑрса курмасан аванрах тесе ҫырнӑччӗ эсир ман патӑма. Кунта ҫакна каламалла.
Ҫакна эпӗ сире ҫӑварлӑхласшӑн каламастӑп. Сирӗн пӗтӗмпех йӗркеллӗ пултӑр тесе, пӗтӗм тимлӗхпе Хуҫа Турра чун-чӗререн парӑнса тӑччӑр тесе – сире усӑллӑ пултӑр тесе калатӑп.
Паллах, ҫакна эпӗ хушса мар, ирӗк парса калатӑп.
Мӑшӑрланманнисене, мӑшӑрсӑр юлнисене вара хам пек хӑраххӑн пурӑнни аванрах тетӗп.
Ӗнтӗ эпӗ мухтанса ӑссӑрах тухатӑп. Эсир хӑвӑр мана ҫавӑн патне ҫитертӗр. Мана сирӗн ырламаллаччӗ, мӗншӗн тесен, ним тӗшне те тӑмастӑп пулин те, аслӑ текен апостолсенчен эпӗ нимӗнпе те кая мар.
Христос хӑвӑрпа ман урлӑ калаҫнине ӗнентерме ыйтатӑр эсир. Сирӗншӗн Вӑл вӑй-хӑватне шеллемест, Унӑн вӑй-хӑвачӗ сирӗнте палӑрать.
Сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтеретӗп: ҫак ырӑ ӗҫе вӗҫлени сирӗншӗн хӑвӑршӑнах усӑллӑ пулӗ. Эсир тин ҫеҫ пулӑшма пуҫланӑ ҫынсем мар-ҫке-ха, пӗлтӗртенпех ҫав шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнатӑр.
Турӑ пире Хӑйӗн Святой Сывлӑшне панӑ. Эппин ҫак вӗрентӗве хирӗҫлекен вӑл этеме мар, Турра хирӗҫлет.