37 Ҫапах та кам иккӗленӳсӗр, камӑн хӑйӗн хӗрне качча пама нуша ҫук, анчах та хӑйӗн ирӗкӗпе хӗрне качча памасӑр упраса хӑварас тет, ҫавӑ аван тӑвать.
Арҫын хӗрарӑмпа ҫывӑрса курмасан аванрах тесе ҫырнӑччӗ эсир ман патӑма. Кунта ҫакна каламалла.
Кам хӑйӗн качча кайма вӑхӑт ҫитнӗ хӗрӗ ватта юлни намӑс тесе шухӑшлать, ҫав хӑй тӑвас тенӗ пек тутӑр, ҫылӑха кӗмӗ. Ун пек хӗрсем качча кайччӑр.
Ҫавӑнпа та хӗрне качча паракан аван тӑвать, качча паманни вара тата аванрах тӑвать.
Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать.
хӑвӑра шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне пӑхӑр, сыхлама хушнӑран мар, чун хушнипе тата Турра юрӑхлӑ сыхлӑр. Пуяс тесе мар, ӗҫе тӗплӗн тӑвас тесе тӑрӑшӑр.