36 Кам хӑйӗн качча кайма вӑхӑт ҫитнӗ хӗрӗ ватта юлни намӑс тесе шухӑшлать, ҫав хӑй тӑвас тенӗ пек тутӑр, ҫылӑха кӗмӗ. Ун пек хӗрсем качча кайччӑр.
Иисус Христос ҫурални вара акӑ ҫапла пулса иртнӗ: Иисус Амӑшне, Марияна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑнма пуҫличченех, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Мариян ҫие юлнӑ.
Кам санпа судлашса кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна ҫиелти тумтирне те пар.
Ҫакна эпӗ сире ҫӑварлӑхласшӑн каламастӑп. Сирӗн пӗтӗмпех йӗркеллӗ пултӑр тесе, пӗтӗм тимлӗхпе Хуҫа Турра чун-чӗререн парӑнса тӑччӑр тесе – сире усӑллӑ пултӑр тесе калатӑп.
Ҫапах та кам иккӗленӳсӗр, камӑн хӑйӗн хӗрне качча пама нуша ҫук, анчах та хӑйӗн ирӗкӗпе хӗрне качча памасӑр упраса хӑварас тет, ҫавӑ аван тӑвать.
Чӑтаймаҫҫӗ пулсан, авланччӑр. Аскӑн шухӑшпа ҫунса ҫӳриччен авланни аванрах.