34 Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те, чун-чӗм тӗлӗшӗнчен те сӑваплӑ пуласчӗ тесе, качча кайманни Хуҫамӑршӑн, Хуҫа Турра юрасшӑн тӑрӑшать. Качча кайни вара пурӑнӑҫшӑн, упӑшкине юрасшӑн тӑрӑшать.
Сирӗн ӳт-пӗвӗрӗн нихӑш пайӗ те ҫылӑх аллинчи йӗркесӗрлӗх хатӗрӗ ан пултӑр. Ун вырӑнне, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пек пулса, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Сирӗн ӳт-пӗвӗн пур пайӗ те вара тӳрӗлӗх хатӗрӗ пултӑр.
Ҫакна хытӑ кӗтетӗп. Эпӗ хам намӑса юлмасса, сӑмахӑма хӑюллӑн та тӳррӗн каласса шанатӑп. Ҫапла майпа – пурӑнӑҫӑмпа та, вилӗмпе те – Христос ман ӳт-пӗвӗм урлӑ халӗ те, яланхиллех, чаплӑланӗ.
Канӑҫлӑх Турри Хӑй сире туллин сӑвапласа тасаттӑр. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличчен сирӗнте йӑлтах: чун-чӗм те, чун та, ӳт-пӳ те – тӗрӗс-тӗкел упранса юлтӑр.