3 Упӑшкин арӑмне юратса пурӑнмалла, ҫавӑн пекех арӑмӗ те упӑшкине юраттӑр.
Аскӑнлӑха путмалла ан пултӑр тесен, кашни арҫыннӑн арӑмӗ пултӑр, кашни хӗрарӑмӑн – упӑшки.
Арӑмӗ хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе хуҫаланаймасть, унӑн хуҫи – упӑшки. Ҫавнашкалах упӑшки те хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе хуҫаланаймасть, унӑн хуҫи – арӑмӗ.
Эй, упӑшкисем! Эсир те ҫавнашкалах арӑмӑрсене ӑнланса, черчен савӑт-сапана тыткаланӑ пек, упраса пурӑнӑр, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен вӗсем пирӗнпе пӗрлех парнелӗхе чӗрӗлӗх илес ҫынсем тесе хисеплӗр. Вара сире таса чунтан кӗлӗ тума нимӗн те чӑрмантармӗ.