28 Тепӗр тесен, авланни ҫылӑх мар. Хӗр качча кайни те ҫылӑх мар. Анчах та ку саманара арлӑ-арӑмлӑ пурӑнакансене йывӑр килет, эпӗ сире ҫав йывӑрлӑхран упрасшӑн.
Эпӗ вара сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫпе айӑпа кӗмен ҫӗртех уйӑрса ярать, ҫав ӑна мӑшӑра улталас ҫул ҫине тӑратать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».
Ман шутӑмпа, хальхи йывӑр саманара ҫынна мӑшӑрланмасӑр пурӑнни аванрах.
Эсӗ арӑмлӑ-и? Эппин, уйӑрӑлма сӑлтав ан шыра. Арӑмсӑр юлнӑ-и? Эппин, урӑх арӑм ан шыра.
Эй, тӑвансем! Эпӗ сире ҫапла калатӑп: вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Малашне арӑмлисем арӑмсӑррисем пек пурӑнччӑр.
Турӑ умӗнче калатӑп: сире хӗрхеннӗрен эпӗ Коринфа халӗ те пырса ҫитейместӗп-ха.
Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫ хисепре пултӑр, мӑшӑрсем пӗр-пӗрне ан улталаччӑр. Улталакансене тата аскӑнланакансене Турӑ суд тӑвӗ.