Тепӗр тесен, авланни ҫылӑх мар. Хӗр качча кайни те ҫылӑх мар. Анчах та ку саманара арлӑ-арӑмлӑ пурӑнакансене йывӑр килет, эпӗ сире ҫав йывӑрлӑхран упрасшӑн.
Суд часах пуҫланмалла. Пирӗн, Турӑ халӑхӗн, суд умне чи малтан тӑмалла. Суд тума пирӗнтен пуҫлаҫҫӗ пулсан, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнманнисемпе мӗн пулӗ?