Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 7:21 - Синодальный НЗ

21 Хӑвна чӗнсе илнӗ чухне эсӗ чура пулнӑ-и? Ан пӑшӑрхан. Ирӗклӗ пулмашкӑн май килсессӗн те, хӑшӗ лайӑхраххине суйласа ил.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 7:21
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫапла вара, мӗн ӗҫес-ши, мӗн ҫиес-ши тесе ан тӑрмашӑр, ан пӑшӑрханӑр.


«Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ҫиесшӗн, ӗҫсе ӳсӗрӗлесшӗн ҫӑткӑнланса ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе кӑмӑлӑрсене ан хуҫӑр. Ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ан пултӑр,


Мӗншӗн тесен пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗрсе эпир пурте – иудейсемпе грексем те, чурасемпе ирӗклисем те – пӗр ӳт-пӳ пултӑмӑр, пӗр Сывлӑшпа тултӑмӑр.


Чӗнсе илнӗ чух хӑвӑр кам пулнӑ, ҫаплипех юлӑр.


Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр чӗнсе илнӗ чура вӑл – Хуҫамӑрӑн ирӗке кӑларнӑ ҫынни. Ҫавнашкалах, ирӗклӗ чух чӗнсе илни – Христос чури.


Ӗнтӗ иудей та, урӑх халӑх ҫынни те ҫук; чура та, ирӗкли те ҫук; арҫын та, хӗрарӑм та ҫук – мӗншӗн тесен Христос Иисус сӑнлӑхӗнче эсир пурте пӗр.


Ҫак сӑмахсене эпӗ ҫитмен пурӑнӑҫран каламастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ мӗн пуррипе ҫырлахма хӑнӑхнӑ.


Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр.


ҫавӑнпа грек та, иудей та, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук. Христос кӑна пур; Вӑл – пӗтӗмпех, Вӑл – пуринче те.


Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пӑрахмӑп, Эпӗ сана хӑвармӑп».


Вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа та хӑвӑр хуйха Ӑна шанса парӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ