20 Чӗнсе илнӗ чух хӑвӑр кам пулнӑ, ҫаплипех юлӑр.
Эпӗ мӗн пур ӗненекен ушкӑнсене ҫапла хушатӑп: кашнин Турӑ палӑртнӑ пек, хӑйне Хуҫамӑр мӗнле халлӗн чӗнсе илнӗ, ҫавнашкалах пурӑнмалла.
Эсӗ арӑмлӑ-и? Эппин, уйӑрӑлма сӑлтав ан шыра. Арӑмсӑр юлнӑ-и? Эппин, урӑх арӑм ан шыра.
Ӗненменнисем хӑвӑра хисеплеччӗр тесен, ҫителӗклӗ пурӑнас тесен, эсир лӑпкӑн, хӑвӑр ӗҫӗрпе пурӑнӑр. Эпир сире хушнӑ пек, хӑвӑра мӗн кирлине хӑвӑр ӗҫлесе илӗр.
Унашкаллисене Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе пули-пулми сӑмах вакламасӑр ӗҫлеме, хӑйсене хӑйсем тӑрантарса пурӑнма ӳкӗтлетпӗр.