17 Эпӗ мӗн пур ӗненекен ушкӑнсене ҫапла хушатӑп: кашнин Турӑ палӑртнӑ пек, хӑйне Хуҫамӑр мӗнле халлӗн чӗнсе илнӗ, ҫавнашкалах пурӑнмалла.
– Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗри ҫуралассах арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма юрӑхсӑр ҫуралать, хӑшне ҫынсем каярахпа юрӑхсӑра кӑлараҫҫӗ. Теприсем тата Ҫӳлти Патшалӑхшӑн тӑрӑшас тесе хӑйсемех арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма килӗшмеҫҫӗ. Кама ӑнланма тивӗҫ панӑ, ҫавӑ ӑнлантӑр».
Иудейсемшӗн те, грексемшӗн те, Турӑ чиркӗвӗшӗн те ҫылӑха кӗмелли сӑлтав пулас марччӗ тесе пурӑнӑр.
Хампа тавлашас текене вара ҫакна кӑна калатӑп: пирӗн патӑрта та, Туррӑн ытти чиркӗвӗсенче те унашкал йӑла ҫук.
Турӑ сирӗн пухӑва ан айӑплатӑр тесен ҫиес текен килте ҫитӗр. Ыттине хам пырсан йӗркене кӗртӗп.
Мӗншӗн тесен Турӑ вӑл – хирӗҫӳлӗх Турри мар, канӑҫлӑх Турри. Ӗненекенсем пуҫтарӑнакан ытти чиркӳсенчи пекех
Чухӑн ӗненекенсем валли пулӑшу пуҫтарнӑ чухне эпӗ Галатири ӗненекен ушкӑнсене хушнӑ пек тӑвӑр.
Ҫав сӑлтавпах эпӗ сирӗн патӑра Тимофея ятӑм. Вӑл – ӗненӳри савнӑ ывӑлӑм, Хуҫа Турӑ умӗнче шанчӑклӑскер. Эпӗ Христос ҫулӗпе епле ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те, пур чиркӳсенче те ҫапла вӗрентетӗп. Ун ҫинчен Тимофей сире аса илтерӗ.
Кам та кам хӑйне Турӑ чӗнсе иличчен ӳт кастарнӑ, ҫавӑ ӳт кастарнине ан пытартӑр; кам та кам ӳт кастарман, ан кастартӑр.
Эй, тӑвансем! Эппин, чӗнсе илнӗ чухне сирӗнтен кашни кам пулнӑ, Турӑ умӗнче ҫаплипех юлтӑр.
Ку тӗлӗшӗнчен манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет, анчах та кашниех Турӑран тӗрлӗ пултарулӑх илет: пӗри – апла, тепри – капла.
Тем те пӗр курнисӗр-тӳснисӗр пуҫне, ман патӑмра тата куллен халӑх, манӑн мӗн пур ӗненекен ушкӑншӑн та тӑрӑшмалла.
Унпа пӗрле эпир тата тепӗр тӑвана яратпӑр. Ырӑ Хыпар вӗрентме ӑста пулнӑран ӑна пур ӗненекен ушкӑнсем те мухтаҫҫӗ.
Иудейӑра, Христоса ӗненекен ушкӑнсенче, мана никам та палламастчӗ.
Иудейӑра Христос Иисуса ӗненекенсене иудейсемех хӗсӗрленӗ. Вӗсем евӗрлех сирӗн те, Турра ӗненекенсен, хӑвӑр халӑх ҫыннисемех хӗсӗрленине тӳсме тивнӗ.
Ҫавӑнпа эпир Туррӑн чиркӗвӗсенче сирӗнпе мухтанатпӑр: эсир хӗсӗрлевпе хӗн-хура чӑтӑмлӑн та ӗненӳллӗн тӳссе ирттернӗшӗн сирӗнпе мухтанатпӑр.