14 Мӗншӗн тесен ӗненмен упӑшка арӑмӗн ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать; ӗненмен арӑм та упӑшкин ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать, унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла – таса.
Вара Петр вӗсене чӗнсе кӗртнӗ те хӑна тунӑ. Тепӗр кунне, тӑрсанах, Петр ҫав ҫынсемпе кайнӑ. Иоппири хӑш-пӗр ӗненекен тӑвансем те вӗсемпе пӗрле кайнӑ.
Кӑвас тӗпӗ таса пулсан, чусти те таса. Тымарӗсем таса пулсан, турачӗсем те таса.
Ӗненекен арӑм та, упӑшки ӗненмен ҫын пулсан, анчах арӑмӗпе пурӑнма килӗшет пулсан, упӑшкине ан пӑрахтӑр.
мӗншӗн тесен вӑл Турӑ сӑмахӗпе тата кӗлӗ тунипе сӑвапланать.
Тасисемшӗн йӑлтах таса, ирсӗррисемшӗн, ӗненменнисемшӗн таси нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен ӑсӗ те, чунӗ те ирсӗрленнӗ.