13 Ӗненекен арӑм та, упӑшки ӗненмен ҫын пулсан, анчах арӑмӗпе пурӑнма килӗшет пулсан, упӑшкине ан пӑрахтӑр.
Арӑмӗ те упӑшкинчен уйӑрӑлса урӑххине качча кайсан мӑшӑрне улталать».
Ыттисем пирки вара ҫакна каламалла (куна Хуҫамӑр мар, эпӗ калатӑп): пӗр-пӗр ӗненекен тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, анчах та упӑшкипе пурӑнма килӗшет пулсан – упӑшкин ӑна пӑрахмалла мар.
Мӗншӗн тесен ӗненмен упӑшка арӑмӗн ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать; ӗненмен арӑм та упӑшкин ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать, унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла – таса.