11 уйӑрӑлас пулсассӑн, урӑх качча каймалла мар е упӑшкипех килӗшӳ тупмалла. Упӑшкин те арӑмне пӑрахмалла мар.
Эпӗ вара сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫпе айӑпа кӗмен ҫӗртех уйӑрса ярать, ҫав ӑна мӑшӑра улталас ҫул ҫине тӑратать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».
Арӑмӗ те упӑшкинчен уйӑрӑлса урӑххине качча кайсан мӑшӑрне улталать».
Ҫавӑнта Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ҫапла ыйтнӑ: «Упӑшкин хӑй арӑмне уйӑрса яма юрать-и?»
Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса урӑххине качча илсен, мӑшӑрне улталать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».
Мӑшӑрланнисене вара эпӗ мар, Хуҫамӑр ҫапла хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар.
Ыттисем пирки вара ҫакна каламалла (куна Хуҫамӑр мар, эпӗ калатӑп): пӗр-пӗр ӗненекен тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, анчах та упӑшкипе пурӑнма килӗшет пулсан – упӑшкин ӑна пӑрахмалла мар.