8 Апла пулинччӗ! Эсир хӑвӑр кӳрентеретӗр, ҫарататӑр. Кама-ха? Тӑванӑрсене.
Хуҫи вара вӗсенчен пӗрне ҫапла хуравланӑ: „Тусӑм, эпӗ сана кӳрентермерӗм-ҫке. Кӗрӗшнӗ чухне эпир санпа пӗр динарийлӗх калаҫса татӑлмарӑмӑр-им вара?
„Мӑшӑрна ан ултала, ҫынна ан вӗлер, ан вӑрла, судра суйса ан пӗлтер, ӗҫе тӳрӗ татса пар, аҫу-аннӳне хисепле“ текен пил-хушусене эсӗ пӗлетӗн».
Кам та кам усал тӑвать, ӑна хӑйне те усалпа тавӑрса парӗҫ, мӗншӗн тесен Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех.
Сирӗнтен пӗри те, тӗрӗс мар ҫулпа кайса, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшса, тӑванне ан улталатӑр. Ҫакнашкал хӑтланса пурӑнакансене Хуҫа Турӑ тавӑрать. Эпир сире ун пирки малтанах ҫирӗплетсе каланӑччӗ.
Сирӗн уйсене тарҫӑсем вырса пуҫтарчӗҫ, анчах та эсир вӗсене тӳлемерӗр. Выракансем халӗ сасӑпах йӗреҫҫӗ, вӗсен сассине Хуҫа Турӑ Саваоф илтрӗ.