5 Сире намӑс пултӑр тесе калатӑп: тӑвансем хушшинчи ӗҫсене татса пама пултаракан ӑслӑ-тӑнлӑ пӗр ҫын та ҫук-и сирӗн?
Тепӗр темиҫе кунран ҫавӑнта ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне Петр тӑрса Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Святой Сывлӑш Давид сӑмахӗсемпе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫырнинчи ҫав сӑмахсен пурнӑҫланмалла пулчӗ.
«Турӑҫӑм! – тенӗ Анания, – эпӗ Савл ҫинчен, вӑл Иерусалимри Санӑн сӑваплӑ ҫыннусене мӗн чухлӗ усал туни ҫинчен нумай ҫынран илтнӗ.
Ҫӳҫне-пуҫне ӳстерсе янӑ арҫын хисепрен тухни ҫинчен ҫут ҫанталӑк хӑех калать.
Тӑна кӗрӗр, йӗркеллӗ, ҫылӑхсӑр пурӑнӑр. Сире намӑс пултӑр та, анчах ҫакна калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ-пӗри Турра пӗлмест.
Хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр. Ҫак тӗнчере кам хӑйне ӑслӑ тесе шутлать, чӑннипех те ӑслӑ пулас тесессӗн ӑссӑр пултӑр.
Эппин эпир Христоса пула ӑссӑр, эсир вара Христоса пулах ӑслӑ. Эпир халсӑр, эсир вӑйлӑ. Эсир хисеплӗ, эпир чыссӑр.
Ҫакна сире намӑслантарас тесе мар, савнӑ ачамсене ӳкӗтленӗ пек ӳкӗтлесе ҫыратӑп.
Епле-ха тата, пӗр-пӗринпе хирӗҫмелли сӑлтав тупӑнсан, сирӗнтен хӑшӗ-пӗри ӗненекен ушкӑнра мар, Турра хисеплеменнисем умӗнче судлашать?
Эсир вара, пурӑнан пурӑнӑҫра хирӗҫмелли тупӑнсассӑн, ӗненекен ушкӑнра тӑман судьясем патне каятӑр.
Ӑс ҫитейменни ӑна Турӑран тархасласа ыйттӑр – Турӑ паратех. Памаллине Турӑ пурне те ҫӑмӑллӑн, ӳпкевсӗр парать.