20 Сире хаклӑ хакпа тӳлесе илнӗ. Ҫавӑнпа ӳт-пӗвӗрпе те, чунӑрпа та Турра мухтава кӑларӑр: вӗсем Туррӑн.
Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсем хушшинче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр».
Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
Эй, тӑванӑмсем! Турӑ ырӑлӑхӗн ячӗпе тархаслатӑп сире: хӑвӑр ӳт-пӗвӗре чӗрӗ парнелӗхе Турра кӳрӗр, вӑл сӑваплӑ та юрӑхлӑ пултӑр. Турӑшӑн ҫапла тӑрӑшни ӑслӑ-тӑнлӑ туни пулать.
Ӑнланмалла пултӑр тесе ҫакна эпӗ сире уҫӑмлӑрах каласшӑн. Ӗлӗкрех эсир ӳт-пӗвӗр пайӗсене ирсӗрлӗх тата йӗркесӗрлӗх чуралӑхне усал ӗҫсем тумашкӑн панӑ. Ҫавнашкалах халӗ вӗсене тӳрӗлӗх чуралӑхне таса ӗҫсем тума парӑр.
Ҫапла вара, ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е мӗн те пулин урӑххине тӑватӑр-и – пӗтӗмпех Турӑ мухтавӗшӗн тӑвӑр.
Сире хаклӑ хакпа тӳлесе илнӗ, ҫын чури пулмашкӑн ан килӗшӗр.
Христос пирӗн ылхана Хӑй ҫине йышӑнса пире саккун ылханӗнчен Хӑйӗнпе тӳлесе илнӗ, мӗншӗн тесен: «Йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса асаплантарса вӗлернӗ ҫын ылханлӑ», – тесе ҫырнӑ вӗт-ха.
Ҫакна хытӑ кӗтетӗп. Эпӗ хам намӑса юлмасса, сӑмахӑма хӑюллӑн та тӳррӗн каласса шанатӑп. Ҫапла майпа – пурӑнӑҫӑмпа та, вилӗмпе те – Христос ман ӳт-пӗвӗм урлӑ халӗ те, яланхиллех, чаплӑланӗ.
Пӗлетӗр ӗнтӗ, сире мӑн аслаҫӑрсенченех юлнӑ пушӑ пурӑнӑҫран тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе мар, пӗр ҫитменлӗхсӗр, таса Путек евӗр Христосӑн хаклӑ Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси.
Турӑ халӑхӗ хушшинче суя пророксем авалах пулнӑ. Сирӗн хушшӑрта та ҫавнашкалах суя вӗрентӳҫӗсем пулӗҫ. Вӗсем ҫынна пӗтерекен пӑсӑк вӗрентӳсем сарӗҫ, хӑйсене хӑтарнӑ Хуҫа Турӑран пӑрӑнса, хӑйсен пӗтеслӗхне хӑйсемех час тупӗҫ.
Хӑйсем ҫапла каласа ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: «Кӗнекене илсе пичете хӑйпӑтма Эсӗ тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен Сана пусса Турра кӳчӗҫ. Эсӗ пире, тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли Хӑвӑн Юнупа тӳлесе илтӗн.