17 Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулакан вара Хуҫамӑрпа пӗр чун-чӗмлӗ.
– Ҫын ӳт-пӗвӗнчен ӳт-пӳ кӑна ҫуралать, чун-чӗм вара Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралать.
Сирӗнте Турӑ Сывлӑшӗ пур пулсан, эсир вара ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнатӑр. Анчах та камра Христос Сывлӑшӗ ҫук, ҫавӑ Христосӑн мар.
Мӗншӗн тесен пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗрсе эпир пурте – иудейсемпе грексем те, чурасемпе ирӗклисем те – пӗр ӳт-пӳ пултӑмӑр, пӗр Сывлӑшпа тултӑмӑр.
Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Христос ӳчӗн пайӗсем пулнине пӗлместӗр-им? Мӗн, Христос ӳчӗн пайӗсене илсе аскӑн хӗрарӑм ӳт-пӗвӗн пайӗсем тумалла-им? Апла мар, паллах!
ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман чунӑмри Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтлӗ-пӳллӗ пурӑнатӑп пулсан, Турӑ Ывӑлне ӗненнипе кӑна пурӑнатӑп: Вӑл, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗме панӑ.
Эпир вара – Унӑн ӳчӗпе шӑм-шакӗнчен пулнӑ Унӑн Ӳт-пӗвӗн пайӗсем.
Сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑр Христосӑнни пекех пулмалла.