15 Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Христос ӳчӗн пайӗсем пулнине пӗлместӗр-им? Мӗн, Христос ӳчӗн пайӗсене илсе аскӑн хӗрарӑм ӳт-пӗвӗн пайӗсем тумалла-им? Апла мар, паллах!
Ырри мана вилӗм кӳчӗ пулать-шим вара? Паллах, апла мар. Ҫылӑх ҫавӑнпа та ҫылӑх ӗнтӗ, вӑл ыррипе усӑ курсах мана вилӗм патне илсе пырать. Ҫапла вара, пил-хушусене пула ҫылӑх виҫесӗр япӑххи курӑнать.
Хырӑмшӑн апат пултӑр, апатшӑн хырӑм пултӑр. Анчах та Хуҫамӑр ӑна та, кӑна та пӗтерӗ. Ӳт-пӳ те аскӑнлӑх валли мар, Хуҫамӑр валли; Хуҫамӑр вара – этем валли.
Енчен те эпир хамӑр та, Христоспа пӗр пулса тӳрре тухма тӑрӑшаканскерсем, ҫылӑхлӑ пулсан, Христос ҫылӑхшӑн ӗҫлесе тӑракан пулса тухать-и вара? Паллах, апла мар.
Эппин саккун Туррӑн шантарса панӑ сӑмахӗсене хирӗҫлет-ши? Пачах та хирӗҫлемест! Мӗншӗн тесен ҫынсене чӗрӗлӗх пама пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрре тухасси чӑнах та саккунран килнӗ пулӗччӗ.