13 Хырӑмшӑн апат пултӑр, апатшӑн хырӑм пултӑр. Анчах та Хуҫамӑр ӑна та, кӑна та пӗтерӗ. Ӳт-пӳ те аскӑнлӑх валли мар, Хуҫамӑр валли; Хуҫамӑр вара – этем валли.
Ҫӗр ҫинчи вӑхӑтлӑх апат-ҫимӗҫшӗн ан тӑрӑшӑр, Этем Ывӑлӗ паракан ӗмӗрлӗх апат-ҫимӗҫшӗн тӑрӑшӑр. Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлне Турӑ Хӑйӗн пиллӗхӗпе палӑртнӑ».
Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Христос ӳчӗн пайӗсем пулнине пӗлместӗр-им? Мӗн, Христос ӳчӗн пайӗсене илсе аскӑн хӗрарӑм ӳт-пӗвӗн пайӗсем тумалла-им? Апла мар, паллах!
Эпӗ сире Турӑ кӗвӗҫӗвӗпе кӗвӗҫсе чунӑма ҫунтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗртен-пӗр ар валли – Христос валли – ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр халлӗн тӑратасчӗ тетӗп.