12 Мана тем тума та юрать, анчах пурте усса каймасть. Ҫапла, мана тем тума та юрать, анчах манпа нимӗн те ан хуҫалантӑр.
Ҫавӑнпа иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем сывалнӑскере каланӑ: «Паян шӑмат кун, санӑн вырӑнна ҫӗклесе кайма юрамасть».
Эпир пӗлетпӗр: саккун – чун-чӗм валли, эпӗ вара, ӳт-пӳллӗскер, ҫылӑх чури.
Ӗнтӗ чӳклесе панӑ аш пирки. Тӗнчери пуҫҫапмалли кӗлеткесем ним тӗшне те тӑманнине, Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне урӑххи ҫуккине эпир пӗлетпӗр.
Ыттисем сирӗн патӑрта ҫавнашкал ирӗкпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, пирӗн ирӗкӗмӗр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир ҫав ирӗкпе нихӑҫан та усӑ курмарӑмӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр.
Ҫапах та эпӗ кӗлеткеме хама итлеттерсе пӑхӑнтаратӑп. Ҫакна эпӗ ыттисене Ырӑ Хыпаршӑн кӗрешме ӳкӗтле-ӳкӗтле хамӑн ҫав кӗрешӗве юрӑхсӑр пулас марччӗ тесе тӑватӑп.
Паллах, ӗненекенсен шучӗпе пурӑнма пирӗн ирӗк пур, анчах та, сирӗншӗн тӗслӗх пулас тесе, эпир хамӑра хамӑр тӑрантарса пурӑнтӑмӑр.
Сирӗн юратулӑх сӑйӗ вӑхӑтӗнче вӗсем ыттисене ҫылӑха кӗртеҫҫӗ. Вӗсем сирӗнпе пӗрле чухнех намӑс-симӗсе пӗлмесӗр хӑйсен хырӑмӗшӗн кӑна тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем – ҫил хӑвалакан пуш пӗлӗтсем пек. Вӗсем – ҫимӗҫ кӳмен, кӑкланнӑ кӗрхи йывӑҫсем пек, ҫав йывӑҫсене икӗ хут хӑрнӑ теме пулать.