Вара эсир Ҫӳлти Аҫӑрӑн ачисем пулӑр. Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне тӳрӗ пурӑнакансем ҫине те, тӳрӗ мар пурӑнакансем ҫине те ҫутарать.
Енчен те Димитрийпе ытти ӑстасем кама та пулин явап тыттарас теҫҫӗ пулсан, пирӗн ҫав ӗҫсене тума суд та, Рим лартнӑ пуҫлӑхсем те пур: вӗсем пӗр-пӗрне кунта мар, ҫавсем умӗнче айӑплаччӑр.
Коринфри Турӑ Чиркӗвне, Христос Иисус урлӑ тасалнӑ ӗненекенсене, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ятне – пире те, вӗсене те Ҫӑлаканӑн ятне – пур ҫӗрте те асӑнакансене пурне те.
Эй, тӑвансем! Манӑн сирӗнтен акӑ мӗн пирки ыйтмалли пур. Эсир Стефан кил-йышне, вӗсем Ахаияри малтанхи ӗненекенсем пулнине пӗлетӗр. Вӗсем ӗненекенсемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.