Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 5:9 - Синодальный НЗ

9 Аскӑн ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр тесе эпӗ сирӗн патӑра ҫырнӑччӗ ӗнтӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 5:9
10 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Паллах, ҫак тӗнчери мӗн пур аскӑн, ҫӑткӑн, хапсӑнчӑк, кӗлеткене пуҫҫапакан ҫынсемпе ан хутшӑнӑр теместӗп эпӗ. Унашкаллисемпе хутшӑнас мар тесен сирӗн ку тӗнчерен пуҫӗпех каймалла пулса тухать.


Сирӗн ҫавнашкал хӑтланакана хӑвӑр ушкӑнтан хӑваласа ямалла. Эсир вара, кулянас вырӑнне, мӑнаҫланса ҫӳретӗр.


Эппин, ҫӗнӗ чуста пулас тесен, кивӗ кӑвас тӗпне хырса тӑкӑр. Эсир ҫӗнӗ, йӳҫӗтмен чуста, мӗншӗн тесен пирӗн пасха Путеккине, Христоса, пирӗншӗн парнелӗхе кӳнӗ.


Ӗненменнисемпе пӗрле пӗр лава ан кӳлӗнӗр, вӗсем сире юлташ мар. Тӳрӗлӗхӗн йӗркесӗрлӗхпе мӗн хутшӑнмалли пур? Ҫутӑпала тӗттӗмӗн мӗн пӗрлӗхӗ пур?


«Ҫавӑнпа та вӗсем хушшинчен тухса кайӑр, уйӑрӑлӑр, – тет Хуҫа Турӑ. – Таса маррине ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл туса йышӑнӑп».


Тӗттӗмлӗхӗн усӑсӑр ӗҫӗсене ан хутшӑнӑр, хутшӑнма мар – питлӗр.


Ҫак ҫырури сӑмахсене кам та кам пӑхӑнас темест, астуса юлӑр та, ӑна намӑс пултӑр тесе, унпа хутшӑнса ан пурӑнӑр.


Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир сире хистесех ҫакна калатпӑр: наянланса пурӑнакан тӑванӑрсенчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. Вӗсем эпир вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ