Сирӗн хушшӑрта аскӑнланасси пур текен сӑмах тухрӗ. Унашкал аскӑнлӑха чӑн Турра пӗлмен халӑхсем хушшинче те кураймӑн: сирӗнтен пӗри амаҫурипе пурӑнать тет.
Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.