7 Эппин, ҫӗнӗ чуста пулас тесен, кивӗ кӑвас тӗпне хырса тӑкӑр. Эсир ҫӗнӗ, йӳҫӗтмен чуста, мӗншӗн тесен пирӗн пасха Путеккине, Христоса, пирӗншӗн парнелӗхе кӳнӗ.
Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха кӑвас тӗпӗпе танлаштарма пулать. Хӗрарӑм кӑвас тӗпне илнӗ те виҫӗ витре ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ».
Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче, пасха валли путек пусмалли вӑхӑтра, вӗренекенӗсем Иисуса каланӑ: «Эсӗ пасха апачӗ ӑҫта ҫиес тетӗн? Эпир кайса хатӗрлӗпӗр».
Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки.
Вара иртсе пыракан Иисуса курсан: «Акӑ Турӑ Путекки», – тенӗ.
Ку ӗнтӗ пасха умӗнхи эрне кун, кӑнтӑрла тӗлнелле пулнӑ. «Акӑ сирӗн Патшӑр», – тенӗ Пилат иудейсене.
Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе, Турӑ Унран ҫырлахтару парни тунӑ. Ҫапла майпа Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне палӑртать: Вӑл малтан та ҫынсен ҫылӑхӗсене нумай чӑтнӑ, халӗ те тӳрӗлӗхлӗ. Иисуса ӗненекенсене Турӑ тӳрре кӑларӗ.
Ҫӑкӑрӗ пӗрре, ҫав ҫӑкӑра валеҫсе ҫинӗрен эпир те нумаййӑн пӗр ӳт пулса тӑратпӑр.
Ушкӑн тулашӗнчисене Турӑ айӑплӗ. Пӑсӑк ҫынна вара хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа ярӑр.
Ҫав чӑнлӑха пула ултавлӑ аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ҫӗрӗшсе пӗтекен кивӗ ҫыннӑн пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахӑҫламаллине,
Вӗсем вӑйлӑ саслӑн ҫапла калаҫҫӗ: «Пусса Турра кӳнӗ Путек вӑй-хӑватпа пуянлӑх, ӑслӑлӑхпа ҫирӗплӗх, чыс та, мухтав та, пиллӗх те илме тивӗҫлӗ!»