Эпӗ сире иккӗмӗш хут пынӑ чухнех, малтанах асӑрхаттарнӑччӗ; халӗ каллех, хам сирӗнпе мар чухне, маларах ҫылӑхлӑ пурӑннисене те, ыттисене те тепре асӑрхаттарса ҫыратӑп. Пырсассӑн никама та каҫару пулмӗ.
Эпир вара, тӑвансемӗр, сирӗнтен кӗске вӑхӑтлӑха уйӑрӑлтӑмӑр. Анчах та куҫа-куҫӑн курса калаҫаймастпӑр пулин те, эсир асран каймарӑр, сире тата ытларах курас килекен пулчӗ.