2 Сирӗн ҫавнашкал хӑтланакана хӑвӑр ушкӑнтан хӑваласа ямалла. Эсир вара, кулянас вырӑнне, мӑнаҫланса ҫӳретӗр.
Эпӗ сирӗн патӑра пырайман пирки сирӗнтен хӑшӗ-пӗри мӑнаҫлансах кайнӑ.
Ушкӑн тулашӗнчисене Турӑ айӑплӗ. Пӑсӑк ҫынна вара хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа ярӑр.
Эпӗ акӑ мӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑра пырӑп та, эсир эпӗ ӗмӗтленнӗ пек пулмӑр, эпӗ те эсир ӗмӗтленнӗ пек пулмӑп. Сирӗн хушшӑрта харкашу, кӗвӗҫӳ, тарӑху, хирӗҫӳ, элек, сӑмах сарни, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх пуррине манӑн курас марччӗ.
Сирӗн патӑра пырсассӑн Туррӑм мана каллех мӗскӗнрен те мӗскӗне хӑварасран шикленетӗп. Ирсӗр ӗҫ туса, аскӑн та пӑсӑк пурӑнса ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн ӳкӗнмен нумай ҫыншӑн манӑн хӳхлесе йӗмелле ан пултӑрччӗ.